МБУК "Централизованная клубная система" Канашского района Чувашской республики

Канашский район, с. Шихазаны, ул. Гагарина, д. 25. Телефон: 8(83533) 49-1-03

Элкел тăрăхĕ тарават кĕтсе илчĕ хăнасене

Июл 12, 2022

Утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Тутарстанри Сиктĕрме ялĕнче пысăк Уяв иртрĕ. Хусанкай çĕрĕ Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан чăвашсене пуçтарчĕ. Аслă поэтăмăр çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă ăна.

Уяв программи анлă: «Юрла чăвашла», «Ташла чăвашла», «Выля, хут купăс», «Уяв пики» конкурссемпе «Хусанкай урамĕ» литература фестивалĕ, вăйă лапамĕ, пултарулăх кĕтесĕсем. Наци çурчĕсем чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштарчĕç, аваллăхран тымар илсе ăруран ăрăва куçса пыракан культурăн анлă тĕнчине уçса пачĕç. Фольклор ушкăнĕсемпе эстрада çăлтăрĕсем илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Вăрман Енĕш клубĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ те пулчĕ çак чаплă Уявра. «Юрла чăвашла» конкурса хутшăнса 2-мĕш вырăн йышăнчĕç «Енĕшсем». Малашне те ӳсĕмсем сунатпăр вĕсене.

 

Ямашевское сельское поселение Канашского района