МБУК "Централизованная клубная система" Канашского района Чувашской республики

Канашский район, с. Шихазаны, ул. Гагарина, д. 25. Телефон: 8(83533) 49-1-03

Саламлатпăр кăмăлтан

Май 23, 2022

Шăматкун, çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче, «Енĕшсем» фольклор ушкăнĕ Манишева Галинăна юбилейпа саламларĕ. Пыл хурчĕ пек ĕçчен пулнишĕн, ырă кăмăлĕшĕн хисеплет ăна ял-йыш.

Ӳркенмен ăста пулнă теççĕ. Çак сăмахсене Галина Петровна çинчен каланăнах туйăнать. Кичемленме, пуç усма вăхăт çук унăн. Яланах ĕçре, шыравра. Çутă ĕмĕтсемпе, хавхаланупа пурăнать маттур хĕрарăм. Юрлать, ташлать, култарать, кĕпе-тумтирне çĕлет, тĕрлет, капăрлăхпа илемлетет, пукане-теттепе хушпу-тухья ăсталать, тутлă апат пĕçерет, выльăх-чĕрлĕхне пăхать, тĕрлĕ çимĕç ӳстерет – пур ĕçе те пултарать. Фельдшер пункчĕпе культура çуртне тирпейлет вăл, фольклор ушкăнне хаваспах çӳрет. Районта тата республикăра иртекен конкурссене хутшăнма та вăхăт тупать.

Пурнăçăн анлă çулĕпе малашне те паянхилле хастар утма хурçă пек çирĕп сывлăх, ырлăх, ăнăçу сунатпăр ăна. Вăй-халăр ан иксĕлтĕр, çăл куç пекех тапса тăтăр, Галина Петровна! Чун-чĕререн саламлатпăр, тав сăмахĕ калатпăр.

50 çул – нумай-и вăл, сахал –и…

Пурнăç шав шăвать-ха малалла.

Юратупа, килĕшӳпе вăл тултăр,

Телейлĕ пултăрччĕ кун-çул.

 

фоторепортаж

 

Ямашевское сельское поселение Канашского района